Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ мурала уҫнӑ. Вӑл – спутник хула йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑскер.

Мурала Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫинче курма пулать. Ӑна Никита Романов ӳкернӗ.

Ҫак мурала ӳкерме пуҫлани пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл хула тата «Химпром» пӗрлӗхне кӑтартать. Ҫак ҫурта ахальтен суйламан. Унта хӑй вӑхӑтӗнче хулан пӗрремӗш строителӗсене тата «Химпромра» ӗҫлекенсене хваттер панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78653
 

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта кӑнтӑрла ҫӑмӑл машина микроавтобус айне пырса кӗнӗ.

«Паджеро Спорт» хулари Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен тухса кайса хирӗҫ пыракан пассажирсене Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара турттаракан 331-мӗш автобуспа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре аманнӑ пилӗк ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайнисен шутӗнче: «Мицубиси Паджеро» машинӑн 52 ҫулти водителӗпе унта ларса пынӑ хӗрарӑм тата автобусри виҫӗ пассажир.

 

Хулара
Just Brass ушкӑн
Just Brass ушкӑн

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.

20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.

Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

 

Сывлӑх
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай ача ашшӗ С гепатита парӑнтарнӑ. Ӑна ҫак хӑрушӑ чире парӑнтарма «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераци проекчӗ пулӑшнӑ.

Ултӑ ача ашшӗ ҫак чирпе 2017 ҫултанпа шутра тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн пӗвер циррозӗ аталаннӑ. Ку вилӗмпе те вӗҫленме пултарать.

Ҫуркунне арҫыннӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти стационарта сипленме май пулнӑ. Унта виҫӗ хутчен выртса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл анализ панӑ та – вирус тухман.

 

Пӑтӑрмахсем
marimedia.ru сайтри сӑн
marimedia.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.

Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Ене ҫӗнӗ 39 автобус ҫитнӗ. Вӗсем авӑнӑн 1-мӗшӗнчен ачасене илсе ҫӳреме пуҫлӗҫ.

Ытларах автобуссене Канаш, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар округӗсене ярӗҫ. Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк округӗсене икшер автобус лекӗ. Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Красноармейски тата ытти округа (пӗтӗмпе 10 округа) пӗрер автобус парӗҫ.

Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ агротехникумне, Ҫӗмӗрлери политеха, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжсене те автобус лекӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minobr21/17171
 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Совет урамӗнчи 21-мӗш ҫурт стени ҫине мурал ӳкереҫҫӗ. Ӑна хула тата «Химпром» йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ку вырӑна ахальтен суйламан. Унти хваттерсене малтан хулана тунӑ строительсене тата «Химпром» ӗҫченӗсене валеҫсе панӑ. Унта халӗ те Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем пурӑнаҫҫӗ: Аркадий Алексеев тата Александр Колыванов. Ҫавӑн пекех паянхи кун ку ҫуртра хулари пӗрремӗш ҫынсем кун кунлаҫҫӗ.

 

Хулара
78.ru сайтри сӑн
78.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 90-ри кинемей ултавҫӑсене 1 млн тенкӗ парас тесе Хусана таксипе кайнӑ.

Ун патне стационар телефонӗ ҫине хӑйӗнпе «ҫыхӑну компанийӗн ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, абонент тӳлевне пӗчӗклетме тесе паспорт даннӑйӗсене ыйтса илнӗ. Кайран кинемей патне «йӗрке хуралҫинчен» шӑнкӑрав килнӗ, вӑл вара унӑн укҫине такам туслӑ мар ҫӗршыва куҫарма пултарнине пӗлтернӗ, счетне тӗрӗслеме хушнӑ.

Кинемей ывӑлне тата банк ӗҫченӗсене тӑванӗсене пулӑшмалла тесе ӗнентернӗ, банка кайса 1 млн тенке счет ҫинчен илнӗ. Ывӑлӗ кӑшт аяккарах пӑрӑнсан ултавҫӑсен чӗнсе панӑ таксие ларса Хусана вӗҫтернӗ, унта код сӑмахне каланӑ арҫынна ҫак укҫана тыттарнӑ. Каялла та таксипех килнӗ.

 

Вӗренӳ

РФ Ҫутӑҫ министерстви ҫулсерен 1250 преми парать. Вӑл 200 пин тенкӗпе танлашать. Ҫак йыша Чӑваш Енри 11 педагог кӗнӗ.

Премие Шупашкарти 2-мӗш гимназири Ирина Некрасова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Зоя Тихонова, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулти Фаина Тихонова, Шупашкарти 53-мӗш шкулти Ирина Семенова, Куславкка округӗнчи Елчӗк шкулӗнчи Светлана Охотникова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри Марина Меркурьева, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкулти Юлия Дельян, Муркаш шкулӗнчи Елена Ефанова, Тӑвай округӗнчи Элпуҫ шкулӗнчи Надежда Ильина, Канашри 3-мӗш шкулти Фатима Куршева, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Наталия Выйгетова кӗнӗ.

 

Хулара
crimea.kp.ru сайтри сӑн
crimea.kp.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри пенсионер ултавҫӑсене 8,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынпа пулнӑ.

65 ҫулти пенсионер патне вӑл ӗҫленӗ предприятин «хальхи ертӳҫи» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Украинӑна укҫа куҫарман-и тесе тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Хайхискер пенсионера хӑратса пӗтернӗ, унӑн тӑванӗсем пирки йӑлтах пӗлнине каланӑ.

Кунпа вӗҫленмен-ха. Кайран арҫын патне «майор» текне ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗтӗм укҫине «ФСБ курьерне» парса яма хушнӑ.

Ултавҫӑсем арӑмӗн укҫине те куҫарса пама ыйтсан тин пенсионер хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 211
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть